Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.9 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Артамонов Сергей Геннадьевич

Артамонов Сергей Геннадьевич (1972 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — чӑваш патшалӑх тата политика ӗҫченӗ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ (2025 ҫултанпа), «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗн секретарӗ (2026 ҫултанпа). Маларах Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫленӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

Артамонов Сергей Геннадьевич 1972 ҫулхи ҫавӑн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ.

Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш Республикин агропромышленность комплексӗн тытӑмӗнче ӗҫленӗ, ахаль агрономран пуҫласа министр таран ҫитнӗ. Нумай ҫул хушши патшалӑх тата муниципалитет органӗсенче ӗҫленӗ.

2020 ҫултанпа Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. Ҫак вырӑнта регионӑн агропромышленность комплексне аталантарас ӗҫе ертсе пынӑ. Унӑн ертӳлӗхӗпе ял хуҫалӑхӗнче пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫланӑ.

2025 ҫулхи нарӑсра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Сергей Артамонов кандидатурине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн вырӑнне сӗнме йышӑну тунӑ. 2025 ҫулхи акара Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ унӑн кандидатурине ҫак вырӑнта ырланӑ.

2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, ҫӗнӗрен суйланнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫе кӗрсен, Патшалӑх Канашӗ Сергей Артамонова Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ пулма тепӗр хут килӗшӳ панӑ.

2026 ҫулхи ака уйӑхӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗн конференцийӗнче Сергей Артамонова регионти уйрӑмӑн секретарӗ пулма суйланӑ.

2026 ҫулта Раҫҫейри ҫар-истори обществин Чӑваш уйрӑмӗн Попечительсен канашне ертсе пыма пуҫланӑ.

Министрсен Кабинечӗн Председателӗн вырӑнӗнчи ӗҫӗ

2026 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Сергей Артамонов Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене правительство ӗҫӗ пирки тухса каласа панӑ, унта вӑл регион аталанӑвӗн тӗп тӗллевӗсене палӑртнӑ. Тӗп ҫитӗнӳсен шутӗнче вӑл промышленность производстви ӳснине, агропромышленность комплексӗнчи рекордлӑ кӑтартӑвсене тата инициативӑллӑ бюджет программине пурнӑҫланине палӑртнӑ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-24 22:41:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем